Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри хуҫалӑхсенчи уй-хирте трактор-машина шавӗ лӑпланман-ха. Вӗсенче паян та механизаторсем хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр предприятире, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен обществинче, икӗ сменӑпа тар тӑкаҫҫӗ. Патӑрьел районӗнче вара паянхи куна ҫур акине вӗҫленӗ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Унти аграрисем ҫурхи тулӑ, урпа, сӗлӗ пысӑк лаптӑксем ҫинче акса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем пӑрҫа, вӑрлӑхлӑх вика тата куккурус, хура тул туса илӗҫ. Севок-сухана 357 гектар лартнӑ, уҫӑ вырӑнта ӳстерекен пахча ҫимӗҫе — 85 гектар, сахӑр кӑшманӗ — 320 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 200 гектар, ҫӗр улми — 570 гектар. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе симӗс апатлӑх куккурус та акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Тӑван Ен» сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри районсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Регион ертӳҫи хуҫалӑхсенче ҫур акине епле ирттернипе паллашас тӗллев лартнӑ. Чи малтанах вӑл Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче пулнӑ. Предприятин пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ҫуртрисене акса пӗтересси нумай юлманнине ӗнентернӗ. Кӗрхисен пӗтнӗ лаптӑкӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен акнине пӗлтернӗ. Усӑ курман ҫӗрсене тара илсе те унта акаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ районти тепӗр хуҫалӑх, «Приволжское» (ертӳҫи — Константин Григорьев) ятли, акана тухман та иккен. Ҫавӑншӑн Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева асӑрхаттарса каланӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменшӗн те район ертӳҫине сӑмах лекнӗ. Элтепер ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар тата ытти хӑш-пӗр районта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсен кулянмалли тупӑннӑ: кӗрхи культурӑсен пӗр пайӗ хӗл каҫайаман, пӗтнӗ. Мӗншӗн? Хӗл пуҫламӑшӗ сивӗ тӑчӗ, юр ҫумарӗ. Пӗлтӗр кӗрхисене 100 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Ку, унчченхи сезонпа танлаштарсан, 30 процент нумайрах. Кӗркунне хирсенчи ӗҫсене вӑхӑтра пӗтернӗ, вӑрлӑха ятарлӑ хатӗрпе сирпӗтнӗ. Анчах ку та пулӑшман. Халӗ хуҫалӑхсем ҫурхи культурӑсем ӑнса пуласса кӑна шанаҫҫӗ. Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов кулянмалли сӑлтав курмасть, вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗрхисен 50 процентне тепӗр хутчен акмалла, кун валли вӑрлӑх пур. Район ҫыннисен шухӑшӗпе, кӗрхисене шӑтма нӳрӗк сахалрах пулнӑ. Хӗл ларас умӗн типӗ ҫанталӑк тӑнӑ, кайран вӑйлах сивӗтнӗ. Ҫавна май кӗрхисем час шӑтман, хӗл каҫмашкӑн ҫитӗнсе ҫитеймен. Кӗрхи культурӑсем ытти районта та лайӑх шӑтман. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ку ыйтӑва тӗрӗслесех тӑрать. Мускаври специалистсене те канашламашкӑн чӗнсе илнӗ. Кӗрхисене тепӗр хут акас тӑк вӑрлӑх ҫитет, анчах ку хуҫалӑхсемшӗн тӑкак. Тен, уйрӑмах йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хуҫалӑхсене пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Муркаш районӗнчи «Е.А. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савут» ял хуҫалӑх кооперативӗнче отчет пухӑвӗ иртнӗ. Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнас тесе предприятире унччен тӑрӑшнисем те пуҫтарӑннӑ. «Чӑваш Енре тахӑҫан чи пуян пулнӑ миллионер-колхоза салатни, ҫаратни ҫинчен пӗлтӗр эпӗ ҫырнӑччӗ», — тенӗ журналист. Кӑҫалхи отчет пухӑвне пуҫтарӑннисем предприяти ҫуртне кӗртессе кӗтсе урамра тӑнӑ. Анчах ЯХПК пуҫлӑхӗ Семенов (вӑл Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ-мӗн) полицин участокри уполномоченнӑйне чӗнсе илнӗ. Хуҫалӑхӑн ӗнерхи ӗҫченӗсене отчет пухӑвне кӗртмен, пуху пыракан ҫурта шал енчен питӗрсе илнӗ имӗш. |
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри пилӗк районта ҫуракине тухнӑ. Паянхи куна илсен Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ районӗсенче ҫуртри культурӑсене акаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра сеялкӑсем хире тухайман-ха. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи ака ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫӑннӑ. Паян республикӑри 16 районта кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 9 районта нумай ҫул ӳсекен курӑк уйӗсенче те удобрени сапаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи ку вӑхӑтра кӗрхисене апатлантарма пуҫлайман. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене те пӗлтӗр каярах юлса сӳрелеме тытӑннӑ. Кӑҫал, акӑ, 9 районта ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 14 районти хуҫалӑхсем тӗштырӑ эмеллеҫҫӗ, 8 районта ҫӗр улмине яровилизацилеме кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнче тислӗк тирпейлеме пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ. Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнчи «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ ырӑ мар шӑршӑ таврана сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх хытах шавларӗ. Ял хуҫалӑх предприятине хуптарас тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ. Ку лару-тӑрӑва республика ертӳҫисем таранах тишкерме тытӑннӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрса пулӑшасси пирки те калаҫу тухнӑччӗ. Чӑх-чӗп тирпейлекен предприятие Хурӑнлӑх ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Паянхи куна илсен строительство ӗҫӗсем пуҫланнӑ-мӗн. Ҫурт ҫине «Цех переработки помета №1» (чӑв. — Каяша тирпейлекен 1-мӗш номерлӗ цех) тесе ҫырнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать. Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн. Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн. Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ. Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, вырӑнти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне – 2019» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, суту-илӳ точкисем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗҫ. Мускав районӗнче ял хуҫалӑх продукцине икӗ адреспа туянма май пур, Ленин тата Калинин районӗсенче пӗрер вырӑнта сутӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑнти хуҫалӑхсен продукцине туянас килсен Шупашкарта ҫак вырӑнсене ҫитмелле: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи «Дар» тулли мар яваплӑ общество, «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи лапам. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене тупӑшлӑ ӗҫлеме ҫӑмӑл мар тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан та тепӗр чух шӑрӑх ҫанталӑк тухӑҫ шайне чакарма пултарать. Ӳсентӑранпа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантаракансен ку енчен шанчӑклӑрах. Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче те палӑртрӗҫ. Ларӑва хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗрулмипе ӗҫлеме шикленнине хурласа калаҫрӗ. «Брянск облаҫӗ ҫулталӑкне 1,5 миллион тонна ытла туса илет. Эпир миллион тоннӑна ҫитме ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Шикленетпӗр: пӗрре — лартатпӑр, тепре — лартмастпӑр. Лартмалла кӑна та мар, ҫуса хутаҫа тултарма тытӑнмалла. Брянск кӗпӗрнаттӑрӗ 10 ҫул каялла пирӗн патра Уй-хир кунӗнче пулнӑччӗ, пирӗн технологисемпе паллашнӑччӗ. Вунӑ ҫулта унта пирӗнтен иртсе кайрӗҫ. Федераци сечӗсен лавккисенче те паян Брянск ҫӗрулмине сутаҫҫӗ», — хастартарах пулма чӗнсе каларӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |